«Региона инвестици явăçтарассипе республика малашне те ĕçлĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин Экономика министерствин ĕç-хĕлĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.   Республикăри предприятисен тавар калăпăшĕ 107 процента çити ӳснине пĕлтернĕ Владимир Аврелькин.  Чăваш Республикинче  монохуласене пулăшассипе йышăннă программăсем пурнăçа кулленех кĕрсе пынине палăртнă вăл. Калас пулсан, Канаш хулине 1 млрд ытла укçан пулăшу пама йышăннă. Укçасене çĕнĕ производствăсем хута яма тăкаклама палăртнă. Муниципалитетсенче  халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç. Вице-премьер регионта макроэкономика лару-тăрăвĕ пĕр тан лайăх аталанса пынине пĕлтернĕ.  2016 çулта вак тата вăтам предпринимательсем патшалăх пулăшăвне пурĕ 770,5 млн тенкĕ илнĕ, пурĕ вĕсем пĕтĕмпе 933 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрлесе панă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин асăннă министерствăна региона ытларах та ытларах инвесторсене яăçтарассипе ĕçлеме чĕнсе каланă. «Субъектсен ĕçне хакланă чухне çакă пĕтĕмпех сисĕнет.  Ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, ыйтупа ячĕшĕн çеç мар ĕçлемелле», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин  юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче, республикăра пурăнакансем тӳлевсĕрех юридици пулăшăвĕсене илме пултарни пирки  йышăну проекчĕ çинчен чарăнса тăнă.

Чукун çул транспорчĕсемпе усă курнă чух тариф хакĕсем çинчен  Чăваш Республикин   конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Марина Кадилова тĕплĕн каласа кăтартнă.  Çак палăртнă транспортпа усă курнăшăн тарифсем улшăнман тесен те йăнăш мар, пĕтĕмпе те пĕлтĕрхипе танлаштарсан пĕр тенкĕ çеç хăпарни курăнать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, çитес 2017-мĕш çулта регионта Республика кунне халалласа ирттермелли мероприятисем çинчен чарăнса тăнă. Уявăн тĕп мероприятийĕ Пăрачкавра тата Чăваш Енĕн тĕп хулинче Шупашкарта иртнине каланă, мероприятисен ĕçне  вăраха тăсмасăрах пуçламаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников транспортсем çинче льготăллă категориллĕ  граждансем  универсаллă электронлă карттăсемпе усă курнă чухне, вĕсен çăмăллăхĕсем пирки чарăнса тăнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.



15 декабря 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter