Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл Тав çырăвне янă
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл Тав çырăвне янă. Хăйне 70 çул тултарнине халалласа салам çырăвне янăшăн ырласа вăл республика Ертӳçине тав тунă. Ĕçре çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Чунта яланах кăмăл-туйăм çĕкленӳллĕ, вăй-хал çирĕп пултăр, килĕшӳ яланах хуçалантăр тесе пехиллесе çырнă хăйĕн тав çырăвĕнче.