«Раççей тата Япони пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме хатĕр», - тенĕ Владимир Путин

«Вырăс-Япони бизнес-диалог» ятпа иртнĕ форум, пленарлă лару ĕçĕпе  вĕçленнĕ.  Форум хыççăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пресс-конференци ĕçне хутшăннă, Раççейпе Япони малашне те производствăпа технологи пайне аталантарассине ĕçлеме хатĕррине пĕлтернĕ. «… Автопром кооперацийĕ икĕ енлĕн аталанса пырать. Чăваш Республикинче тата Ульяновск облаçĕнче виçĕ çĕнĕ завод хута кайнă, вĕсенче автомашинăсем валли тĕрлĕ хатĕрсем калăплаççĕ.  Владивостокра автодвигательсем пуçтаракан ятарлă предприяти хута кайĕ.  Пуласлăхра сывлăх сыхлавĕпе медицина пайĕнче те çыхăнса ĕçлес тĕллевсем пур», - тенĕ Владимир Путин.

Аса илтеретпĕр, Японине Раççейрен кайнă официаллă делегаци шутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пур.   Регион Пуçлăхĕ паян хăш-пĕр ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. Вырăс-Япони экономика форумĕн сессийĕнче республика пирки хатĕрленĕ презентаципе паллаштарнă.   



16 декабря 2016
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter