Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вырăс-Яппунсен экономика форумне хутшăннă

Паян Раççей Президенчĕ Владимир Путин  Японире  «Раççей-Япони бизнес-диалогĕ» ятпа иртнĕ форум ĕçне хутшăннă. Унта çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă, регионăн инвестици илĕртӳлĕхĕн, экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕ çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллаштарнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионта бизнеса аталантарма йĕркеленĕ кирлĕ пек условисем пулни, ют çĕршывсенчен инвесторсене  явăçтарма питĕ меллĕ тесе каланă, пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пыма лайăх пулнине палăртнă. Республикăпа ăнăçлă ĕçлес паха опыт Япони компанисен пуррине асăннă. 2015 çулта юпа уйăхĕнче Шупашкарта Раççейри пĕртен-пĕр завод «Фуджикура» (Fujikura) автокомпонент производство хута кайнă. Электротехника оборудованийĕсемпе малта пыракан производительсем  Чăваш Республикипе тăтăшах кăсăкланаççĕ.

 Нумаях пулмасть, çак кунсенче Чăваш Ен «Сименс» компанипе килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Çитес 2017-мĕш çултан пуçласа Шупашкарта çĕнĕ производство хута кайĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев инвесторсемпе ĕçлеме пĕлни, Чăваш Республикинче  паха проектсене пурнăçлама лайăх тенĕ.

Раççейри промышленниксен тата предпринимательсен пĕрлешĕвĕн президенчĕ Александр Шохин çапла каланă: «Форум ĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Всильевич Игнатьев пур.  Вăл хăйĕн регионĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç климатне çӳллĕ шая илсе çитерчĕ. Паллах, Тутарстан Республики пек кулленех Чăваш Республики çинчен илтеймĕн, тен çавăнпа та региона инвесторсем активлах килмеççĕ пулĕ. Япони предпринимателĕсене чĕнсе калатăп, Раççей регионĕсем  чи çӳллĕ шайра ĕçленине, мĕнпур условисемпе  курса ĕненĕр», - тенĕ.

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускаври Hitachi компани представительствин директорĕпе Цугэ Тосиюкипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Калаçу вăхăтĕнче, Чăваш Республикине 2017-мĕш çулта господин Цугэ ĕçлĕ çулçӳревпе килсе каясси пирки калаçса килĕшнĕ.

Вырăс-Яппун бизнес-диалогне йĕркелекенĕсем: Вырăс-Яппун бизнес-диалог Ĕç Канашĕ, «Деловая Россия»  Пĕтĕм Раççейри обществăлла организаци, Раççейри  промышленниксемпе предпринимательсен пĕрлешĕвĕ, Японисен «Кэйданрэн» бизнес-ассоциацийĕ, Раççей тата Япони  Правительствисен витĕмлĕхĕпе, РОТОБО тата «Джетро» пулнă.  Сăн ӳкерчĕксем



16 декабря 2016
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter