Тĕнче Кубокĕнче Татьяна Акимова пĕрремĕш çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ

 


Чăваш Енри биатлонистка Чехире Нове-Местора иртнĕ тĕнче Кубокĕнче  спринтра çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. Татьяна Акимова хăйĕн карьеринче пĕрремĕш хут  тĕнче Кубокĕн тапхăрĕнче мала тухнă. «Эпĕ хам та ĕненместĕп.  Питĕ лайăх ĕçлерĕм.  Пĕрремĕш çаврара Вирерпа, юлашки кругра Коукаловăпа тупăшма тиврĕ,  финиша тухас умĕн вăл ӳкнине пула, мана мала кайма май килчĕ.  Пĕрремĕш кругра ăнланса илтĕм, Вирер темпĕпе ĕçлеме питĕ килĕшнине.  Пĕтĕмпех вăя хурса тăрăшрăм.  Тренерсем иккĕмĕш пыратăн тенине илтсен, савăннипе тӳрех хăвăртлăха тата ӳстертĕм, вăйлăрах чупма кăмăл çуралчĕ. Шанатăп, малашне те пĕтĕмпех лайăх пулассине», - тенĕ «Матч-ТВ» телеканала интервью панă чухне Татьяна Акимова.

 Аса илтерсе хăваратпăр, Татьяна Акимова Чăваш Енри биатлон шкулĕнче вăй хурать, А.Тихонов ячĕллĕ Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчен вĕренсе тухнă.  Унăн тренерĕ Анатолий Акимов.



19 декабря 2016
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter