Михаил Игнатьев регионта спирт пур настойкăсене «фанфуриксене» суту-илӳре пĕтĕмпех пăрахăçлама хушнă

Паян Правительство членĕсемпе канашлу ирттернĕ чухне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта спирт пур настойкăсене «фанфуриксене» суту-илӳре пĕтĕмпех чарса лартма хушнă. «Эсир Иркутскра пулнă инкек пирки илтнĕ.  Таварсене çирĕп тĕрĕслеменни пăшăрхануллă кăлтăк патне илсе çитерет. Çак шĕвеке пĕтĕмпех сутма чармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Эрех-сăрапа алхаснине, суту-илӳре усал шĕвеке сутма чармаллине Чăваш Ен Правительстви кулленех тĕрĕслевре тытать. «Фанфуриксене» халăха сутма чармалли пирки республика Пуçлăхĕ пĕр хуччен çеç мар ĕнтĕ асăрхаттарнă. Чиновниксен те çак ыйтăва куçран вĕçертме юрамасть.

Спирт пур парфюм-косметика, хуçалăхра усă куракан хими таварĕсене сутма чарасси пирки, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем çĕршыв Правительстви патне ыйтупа та тухнă.

РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирттернĕ ларура та çак асăннă ыйту йывăрлăх пурне те кăларса тăратнине, суту-илӳре çак таварсене пачах сутма пăрахмаллине асăрхаттарнă.  «Енчен те таварсене халăха сутаççĕ пулсан, çирĕп явап тыттармалла», - тенĕ Дмитрий Медведев.  «Боярышник» ĕçсе  Иркутскра 26 çын вилнĕ,   40-шĕ госпитале лекнĕ. Ваннăйсем çумалли хими препаратне çынсем илсе ĕçнĕ, туххăмрах пурнăçран уйрăлса кайнă, инкек пурне те пăшăрхантарать.    



19 декабря 2016
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter