«Проектсене хут çинче кăна хитре ӳкерме пĕлни сахал, ăна пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Енчен те ĕç малалла каймасан, уйрăлма тивет», - тенĕ Михаил Игнатьев

ТАСС информацисен  агенстви Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн интервьюне пичетлесе кăларнă.  Михаил Игнатьев регионта туризм еплерех аталанса пынине, бизнеса валли условисемпе, халăха çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернине, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пирки тата ытти ыйтусем тавра тĕплĕн чарăнса тăнă. Кунсăр пуçне, хут çинче ячĕшĕн çеç хитре ӳкерекен предпинимательсен проекчĕсем пурнăçа кĕменнине те каласа хăварнă.

«Проектсене  хут çинче кăна хитре ӳкерме пĕлни сахал, ăна пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Енчен те ĕç малалла каймасан, уйрăлма тивет», - тенĕ предпринимательсене Михаил Игнатьев.



19 декабря 2016
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter