«Японипе нумай çулсем хушши хутшăнса ĕçлеме тĕллев лартмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев

Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе ирттернĕ.

Чи малтанах канашлăва пуçличчен,  Михаил Игнатьев çак кунсенче Раççей делегацийĕпе Японире ĕçлĕ визитпа пулни пирки каласа кăтартнă. Hitachi компани представительствин директорĕпе Цугэ Тосиюкипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерни çинчен каласа хăварнă. «Тосиюки господин Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килсе каясси çинчен калаçса килĕшнĕ. Пирĕн тĕп тĕллев – инвесторсене валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси. Ку енĕпе эпир уçăмлăнах ĕçлетпĕр. Японире Чăваш Ен çинчен лайăх пĕлеççĕ.  Çак палăртнă çĕршыври предприяти регионта ăнăçлă ĕçлет.  Тепĕр ĕçлĕ тĕлпулура тата та инвестици хывасси пирки калаçса килĕшме пулать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Калаçусем вăхăтĕнче агробизнеса аталантарассине тĕплĕн сӳтсе явнине пĕлтернĕ.  Чăваш Енре пысăк теплица комплексĕсене хута яма тĕллев лартнине каланă. «Калаçса килĕшнĕ ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Пĕрре-иккĕ тĕл пулнипех пĕтĕмпех ĕçе пурнăçлама хĕн паллах, анчах та пирĕн тĕрĕс çул-йĕрпе малалла каймалла,  ун чухне тин, республикăра пысăк технологиллĕ производствăсене вăй илĕç, халăх валли те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç», - тенĕ хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

 Аса илтеретпĕр, Михаил Игнатьев Японире Раççей делегацийĕн йышĕнче пулнă, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Японире хутшăннă мĕнпур мероприятисен ĕçне хутшăннă. «Вырăс-Япони бизнес-диалог» ятпа иртнĕ форумра Чăваш Республики çинчен хатĕрленĕ презентаципе  Михаил Игнатьев паллаштарнă. Японине кайиччен, пĕр кун малтан «Сименс» компанипе ĕçлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.   Çитес çулта Чăваш Енĕн тĕп хулинче пысăк производство хута кайĕ.  Сăмаха май, регион Ертӳçи  «АБС Электро» компанийĕн ертӳçин Ненад Попович витĕмлĕхĕ пысăк пулнине асăнса хăварнă.  Çак бизнесри направленипе ĕçлессинче вĕренӳ учрежденийĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, республикăра электротехника кластерĕ валли паха специалистсем хатĕрленине, малашне те инвестици климатне лайăхлатассипе çине тăрса ĕçлемеллине каланă.



19 декабря 2016
14:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter