Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Петр Ивантаева юбилей ячĕпе саламланă

  Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче республикăри паллă ентешĕмĕре, патшалăх тата общество деятельне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн пайташне Петр Ивантаева 75 çул тултарнă ятпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Уява çакăн пекех РФ Федераци Канашĕн членĕ  Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева, тус-тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пухăннă.  «Мана паян Сирĕн уявра пулма питĕ кăмăллă тата пысăк чыс. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех, тăван çĕре юратса, тăван халăхăмăршăн тăрăшрăр. Республика экономикине аталантарас ĕçре те пысăк тӳпе хывнă. 90-мĕш çулта, йывăр саманара профсоюзра ĕçлесе çынсен интересĕсене хӳтĕлерĕр.  Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми  пĕтĕм чун-чĕререн ĕçлетĕр. Çакăншăн Сире пысăк тав», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

  Палăртса хăваратпăр, Петр Ивантаев паянхи куна Чăваш Наци конгрессĕнче тăрăшать, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн пайташĕ, регионти АПК Ветерансен канашĕн председателĕ пулса  ĕçлет.

Журналистсемпе калаçнă май, Петр Ивантаев Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансем çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, ватăсем сĕнӳ панине  яланах ăша хывнине каланă.  «Хамăн пурнăçа каялла çавăрас пулсан, эпĕ нимĕн те улăштарман пулнă пулăттăм. Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн сахал мар тăрăшнă. Халĕ те ахаль çеç телевизор пăхса ларма пултараймастăп. Эпĕ тăван çĕре, ĕçе юрататăп. Çакăн пек пурăнма мана аттепе-анне вĕрентнĕ. Республика Пуçлăхĕ, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем пирĕн сĕнӳсене ĕçре тĕпе хурса пынăшăн мăнаçланатăп», - тенĕ Петр Ивантаев.  Общество, агропромышленноç комплексне аталантарас ĕçре уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнăшăн Михаил Игнатьев Петр Васильевича орденпа чысланă.  Çак паллă кун юбиляра тус-тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем саламланă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Фоторепортаж

 



19 декабря 2016
18:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter