Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарнă

 Раштав уйăхĕн 1-мшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарнă, торжествăлла мероприятинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă. Унпа пĕрле  асăннă пулăмра РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов,  Чăваш Республикинчи Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков пулнă.  Ку хутĕнче Раççей Президенчĕ Çырура ытларах социаллă, экономика тата шалти политика ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрнă. Раççейре юлашки çулсенче социаллă сферăра курăмлăнах пысăк утăмсем тума май килнине палăртнă хăйĕн Çырăвĕнче Владимир Путин. Демографи лару-тăрăвĕ пирки те чарăнса тăнă. Пепкесем çураласлăхĕн коэффициенчĕ 2015 çулта 1.7 танлашать, çак кăтарту Европăри çĕршывсенчен чылай пысăкрах.

 Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинче юлашки çулсенче демографи кăтартăвĕ çӳллĕ шайра тăрать. Çĕршывăн вăтам кăтартăвĕнчен те иртсе кайнă, 2015-мĕш çулта  ача çураласлăхĕн коэффициенчĕ 1.9 танлашнă.  2017-мĕш çула Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă.  Кун пирки Владимир Путин аса илсе хăварнă.  Вăл çутçанталăк ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунсен йĕркине çĕнетсе пырас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрма ыйтнă, çутçанталăкри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене упраса хăварассишĕн тăрăшма каланă, Атăл юхан шыв  пирки сăмах хускатнă.  Экономика çинчен сăмах пуçарнă май, Çырура ытларах ял хуçалăх  агропромышленноç комплексĕ çинчен чарăнса тăнă. Паянхи пурнăç таппинче  федераци хыснине ял хуçалăх таварĕсенчен чылай тупăш кĕнине палăртнă. Кăтарту хĕç-пăшал ăсатнинчен (сутнинчен) те пысăкрах пулнине асăнса хăварнă.

 Палăртса калатпăр,  чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен канашлу ĕçĕнче регионти ял хуçалăх таварне Раççей тата ют çĕршыври пасарĕсене ăсатмалли пирки сăмах пуçарнă. Ку енĕпе ятарлă министерствăсене çитес вăхăтрах ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма сĕнӳсем тăратма хушнă.

 


РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова Çырăва çапла хакланă:

 «Çитĕнӳсене çакăн пек палăртса хăварни, регионсенче медицина аталанса пынине çирĕплетет. Калăпăр, Чăваш Республикинче медицина  çĕршыври чи чаплă службăсенчен пĕри шутланать.  Юлашки çулсенче уйрăмах ачасене тата аслисене медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси куçкĕретех вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе пулăшусем парасси, Чăваш Республикин ӳсĕмĕ çĕршыври чи пысăккисенчен пĕри пулса тăрать. Чи пахи, çакна çĕршыв Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче те палăртни. Сывлăх сыхлавне малашне те аталантарса пымалли пирки каларĕ», - тенĕ вăл.

 


 РФ ĕçпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин Çырăва çакăн пек хакланă:

«РФ Президенчĕ социаллă ыйтусем пирки калани асра юлчĕ. Чăваш Енри влаç тытăмĕнче тăрăшакансемпе эпир тухăçлă ĕçлетпĕр.  Вĕренӳ пайне  илес пулсан, ачасем пахалăхлă пĕлӳсем илччĕр тесе,   вĕрентекенсем валли ятарлă WorldSkills проект пурнăçа кĕрсе пырать, вĕсен тавракурăмĕ ӳсни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ку чăннипех те, Чăваш Республикин çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ. Регион демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăннă проектсем çине те пысăк тимлĕх уйăрать.  Кун пирки РФ Президенчĕ Владимир Путин та аса илсе хăварчĕ. Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикинче çав тери нумай ĕç пурнăçланать. Социаллă пулăшусемпе тивĕçтересси республикăра туллин пурнăçа кĕрет. Хаклава общественноçа та явăçтарни паха.  Малашне те сире ĕçре ăнăçусем сунатăп», - тенĕ вăл.

 


Раççейри промышленноç тата предпринимательсен пĕрлешĕвĕн Президенчĕ Александр Шохин  çапла палăртнă Çырăва:

 «Чăваш Енре инвестици проекчĕсем пурнăçа ăнăçлăн кĕрсе пыраççĕ. Владимир Путин экономикăна аталантармалли çĕнĕ тĕллевсене палăртрĕ.  Чăваш Енре ку енĕпе ĕçсене пурнăçланă. Чи ăнăçлисенчен пĕри – электротехника кластерĕ.  Çĕршывра малта пыракан регион Чăваш Республики пулса тăчĕ. Кăштах пăшăрхантараканни - «Тракторсем кăларакан завод» шăпи. Ыйтăва федераци пайĕ витĕм кӳрсен тин вырăнтан хускатма пулать. Эпĕ пĕлсех тăратăп, регион асăннă ыйтупа çивĕч ĕçленине», - тенĕ вăл.   


РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хаклавĕ: «Вĕрентӳ пайне Раççей Президенчĕ Çырура тимлĕх уйăрни ăнсăртран мар. Çакă социаллă ыйтусенчен чи пысăк пĕлтерĕшли. Шанатăп, Чăваш Республикинче палăртнă ыйтупа малалла та кирлĕ пек ĕçлесе пырассине», - тенĕ вăл.

 

 

 

 

 

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хаклавĕ: «Çырура палăртнă ыйтусемпе Чăваш Республикинче сахал мар ĕçлесе пынă. Пысăк тимлĕх уйăрни те паллă. Сывлăх сыхлавĕ, тавралăха тирпей-илем кӳртесси, экологи ыйтăвĕсем кулленех кун йĕркинче. Çитес çулта ĕçлемелли чи пысăк приоритетлă ыйтусене Владимир Путин питĕ лайăх палăртрĕ», - тенĕ вăл.

 

 

 


«Мосфильм» Киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров хаклавĕ:

 «Чăваш Республикинче юлашки çулсенче пулайманнишĕн питĕ пăшăрханатăп. Маларахри тĕлпулусем ырă самантсемпе, лайăххипе çеç асра юлнă. Шупашкарта ирттерекен кинофестиваль пирки калас пулсан, республика ертӳлĕхĕпе малашне те ĕçлесе пыма тĕллев лартатпăр. Ертӳçĕсенчен нумайăшĕ, яланах Чăваш Республикине ырă енпе çеç палăртаççĕ, регион шанчăклă партнер тесе çирĕплетеççĕ», - тенĕ вăл.

 



02 декабря 2016
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter