Раççейри МЧС тытăмĕнче ĕçлекенсем хушшинче «Созвездие мужества» фестиваль иртнĕ

Кăçалхи çул «Созвездие мужества»  фестиваль пĕтĕмпе саккăрмĕш хут иртнĕ. Раççейри МЧС тытăмĕнче ĕçлекенсем хушшинче çулталăкĕпех федераци шайĕнче тĕрлĕ ăмăртусем пулнă. Вĕсенче министерствăра ĕçлекенсем, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, обществăлла организацисенче вăй хуракансем,  журналистсем, сăн ӳкерчĕк ӳкерекенсем сахал мар хутшăннă. Хăйсен материалĕсенче çынсен пурнăçне çăлса хăварнă ĕçсене калăпласа кăтартнă, хăрушсăрлăх темине çутатса панă. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускаври патшалăх университечĕн (МПУ) вулавăшĕнче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнисене наградăсемпе чысланă. Мероприятийĕн торжествăлла пайĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Раççей МЧСĕн ертӳçи  Владимир Пучков пухăннисене саламланă май, çапла палăртнă: «Раççей МЧСче туслă ĕçлекеннисем, патшалăх наградисене пурте тивĕçлĕ», - тенĕ. Регионсен влаçĕсене асăннă ведомствăпа тухăçлă,  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленĕшĕн тав тунă.  

Аса илтеретпĕр, кăçал кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче Раççей МЧС ертӳçи Владимир Пучков, çĕршывăн тĕп çăлавçи  Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнăччĕ.  Ун чухне вăл Шупашкарти 6№-лĕ пушар частĕнче хатĕрлесе тăратнă ятарлă тĕрлĕ техникăна курса ĕненнĕ.  Çĕнĕ çул кану вăхăтĕнче республикăри МЧС служби йĕркеленĕ ĕçсене пысăка хурса хакланă  Владимир Пучков. Тĕплĕнрех



02 декабря 2016
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter