Михаил Игнатьев регионта терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕн ĕçне йĕркелесе ертсе пынă

 


Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕн ĕçне йĕркелесе ертсе пынă. Хими препарачĕсемпе çыхăннă   производствăсем кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă.  Çавăн пекех чукун çул транспорчĕн инфратытăмĕ, спорт объекчĕсенчи лару-тăрăва та çирĕп асăрхаса тăмаллине тĕплĕн сӳтсе явнă. 2018-мĕш çулта FIFA футбол енĕпе тĕнче чемпионатне ирттернĕ чухне, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнă комисси членĕсем.  Чăваш Республикинче пĕтĕмпе те виçĕ вокзал çеç Федерацин чукун çул агенствипе килĕшӳллĕн çирĕплетнĕ ĕç планĕ пур.  Кун пирки паянхи   ларура та Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ  Михаил Резников  тĕплĕн чарăнса тăнă.  Хальхи вăхăтра çак палăртнă ĕç хучĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче вырнаçнă вокзалсенче çеç. Хатĕрленӳ тапхăрĕнче Улатăрсен тата Вăрмарсен», - тенĕ министр.  Террортан хӳтĕленессипе объектсенче йышăннă ĕç хучĕсенче çитменлĕхсене те тупса палăртнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Хăш-пĕр йĕркесĕрлĕхе Горький чукун çул служби пĕтернĕ. Асăннă ыйтупа ĕçе 2017-мĕш çулчченех тăсма йышăннă.

  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, Шупашкарта вокзал çывăхĕнче вырнаçнă çуртсенче пурăнакан халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли пирки çирĕп каланă.  Станци çывăхĕнчи урампа Мир проспектĕнче пурăнакан çынсем чукун çул урлă  нумайăн каçни куçкĕретех, йĕрке пăснă тĕслĕхсене те курма пулать. Ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.   Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтупа мероприяти планне пăхса тухма каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Химпорм» ПАО  пирки сăмах пуçарнă май, республика Ертӳçи предприяти территорийĕнче усă курăнман объектсене пăрахăçлама сĕннĕ. «Ренова» ГК директорсен канашĕн председателĕпе Виктор Вексельбергпа калаçу вăхăтĕнче пĕр хуччен çеç мар çак ыйтăва хускатнине аса илнĕ Михаил Игнатьев.  Юрăхсăра тухнă объектсем «Химпром» предприятийĕн илемлĕхне пăсаççĕ. Халăхăн кăмăлĕ те сӳрĕкленет. Пирĕн тĕллев – çынсен кăмăл-туйăмне çĕклесси, çав вăхăтрах хăрушсăрлăхпа та тивĕçтерес пулать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  2018 çулта футбол енĕпе тĕнче чемпионатне хатĕрленсе, «Спартак» тата «Олимпийский» стадионсенче ирттернĕ ĕçсемпе, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуковпа Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕплĕн паллаштарнă. Тĕплĕнрех



02 декабря 2016
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter