Михаил Игнатьев Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУче студентсемпе тĕл пулать

Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче студентсемпе тĕл пулать, çамрăксене ĕçе вырнаçтарассине, Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетнĕ кăтартусене сӳтсе явать.    

Палăртса хăваратпăр, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăва тишкерме тĕллев лартнă.  Çак кун студентсемпе тĕл пулнисĕр пуçне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари хăш-пĕр предприятисене те çитсе килĕ.

Аса илтеретпĕр, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче информаци ушкăнĕсем республикăри районсемпе хуласенче пулĕç, аякра вырнаçнă халăхсемпе курса калаçĕç, вĕсене хумхантаракан ыйтусене хурав парĕç.   Информаци ушкăнĕсем халăха çитес çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ теме йышăннă Указ пирки, усал шĕвеке эрех тесе сутăнакан таварсене сутма чарассине,  Çĕнĕ çул уявĕсенче  халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен каласа кăтартĕç.  



20 декабря 2016
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter