Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Европа режиссерĕпе, продюсерпа, Сочири Раççей фестивалĕн центрĕн директорĕпе Ханс Йоахим Фрай господинпа тата MosFirst компанийĕн учредителĕпе Борис Таваколлипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Европа режиссерĕпе, продюсерпа, Сочири Раççей фестивалĕн центрĕн директорĕпе Ханс Йоахим Фрай господинпа тата MosFirst компанийĕн учредителĕпе Борис Таваколлипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, культурăра, экономикăра килĕшсе ĕçлесси пирки калаçса татăлнă.

Ханс Йоахим Фрай господин Шупашкарта пысăк мероприяти йĕркелеме палăртнă. Ун чухне тата лайăхрах Чăваш Ен пирки Европа халăхĕ пĕлĕ.

Тĕлпулу самантĕнче республика делегацине Германине йыхравланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасене 2017-мĕш çулта Шупашкарта хула кунне халалласа ирттерекен уява чĕннĕ.  «Эпир чăваш халăх йăли-йĕркине  упратпăр. Ытти халăхсен культурине те тĕпе хума тăрăшатпăр.  Пĕр-пĕрин йăла-йĕркине ăша хывса пурăнни, пуласлăхра ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатма пулăшать», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Регионта ĕç климатне лайăхлатассипе сахал мар ĕç пурнăçланине пĕлтернĕ.

РФ Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики 6-мĕш вырăн çĕнсе илни те çав тери паха. Пирĕн республикăра ют çĕршывсенчен 6 компани ĕçлет.  Кăçал раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Сименс» ушкăнпа килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне «Фортрегионинвест» тата «МОСФЕРСТ» тулли мар яваплă обществăсемпе те килĕшӳ хучĕсем пур. Фоторепортаж



20 декабря 2016
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter