Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Эсир Раҫҫей Федерацийӗ умӗнчи хӑвӑр тивӗҫӗре хастарлӑн пурнӑҫлатӑр, ҫӗршывӑн общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр.
Сирӗн умӑрта паян ҫӗнӗ яваплӑ тӗллевсем тӑраҫҫӗ, вӗсене пурнӑҫлама пысӑк ӑсталӑхлӑ пулмалла, тивӗҫе тата принципсене нимрен мала хумалла.
Эсир хӑвӑр ӗҫӗре пӗлсе пурнӑҫланине пула Чӑваш Енре обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп шайра сыхланса тӑрать. Регионти инвестицин лайӑх климачӗ ҫӗнӗ производствӑсем уҫма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парать. Сирӗнпе пӗрле эпир республикӑн малашнехи аталанӑвне шанчӑклӑн тивӗҫтерме пултаратпӑр.
Сире ҫӑмӑл мар ӗҫӗршӗн, хӑюллӑ тата тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.
Хӑйсен нимрен паха та пуян опытне ҫамрӑк ӑрӑва паракан, вӗсене суйласа илнӗ тивӗҫе чунтан парӑнса пурнӑҫлама тата чӑн-чӑн патриот пулма вӗрентекен Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ветеранӗсене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп.
Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата иксӗлми вӑй-хал сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев