Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлӗхӗсен канашĕн черетсӗр съезчĕпе Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлӗхӗсен Правленийӗн канашĕн анлă ларăвĕ иртет
Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлӗхӗсен канашĕн черетсӗр съезчĕпе Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлӗхӗсен Правленийӗн канашĕн анлă ларăвĕ иртет.
Палăртнă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлӗхӗсен Правленийӗн канашĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем, регионти район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ.
Съездăн кун йĕркинчи тĕп ыйту – 2017-2019-мĕш çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем. Республикăри муниципалитетсем федерацин тĕрĕслевпе асăрхав службисемпе тачă çыхăнса ĕçлессипе ытти ыйтусене те кун йĕркине кĕртнĕ. Кăçалхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика хыснин пĕрлештернĕ бюджетĕнче хăйӗн тупăшĕн шайӗ 29715,5 млн тенкӗпе танлашнă. Ку вӑл, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 14,1 процент пысăкрах. Хăйӗн тупăшĕн шайӗ ӳснин кăтартăвĕпе Чăваш Республики Атăлçи федераци округĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăнать. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕ ӳссе пынине кура 2017-2019-мĕш çулсенчи бюджет политики бизнеса аталантарассине, экономикăна инвестицисем хывассине ӳстерессине тӗпе хурать.
2017-мĕш çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа налук тӳлекенсен категорийĕ анлăланать. Çынсен пурлăхĕшĕн тӳлемелли налук виçи малалла кадастр хакĕнчен йӗркеленет, ҫавна пула çитес 2017-мĕш çулта асӑннӑ налукӑн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 83,6 млн тенкĕ чухлӗ ӳсесси паллă.