Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх органĕсен ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ паллă пулăма хутшăннă
Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх органĕсен ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ паллă пулăма хутшăннă. Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Хăрушсăрлăх органĕсенче тăрăшакансене Раççей Федерацийӗ умĕнчи тивĕçсене хастарлăн пурнăçланăшăн, çĕршывăн общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн тав тунă. Хăрушсăрлăх органĕсенче вăй хуракансем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçланине пула, Чӑваш Енре обществăпа политика лару-тăрăвĕ çирĕп шайра сыхланса тăнине каланă. Çăмăл мар ӗçре хăюллӑ тата тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн пĕтĕм чунтан тав тунă, çирӗп сывлӑх, ырлӑх тата иксӗлми вӑй-хал суннă.
УФСБ пуçлăхĕ Сергей Софронов генерал-майор Управлени ĕçченĕсене, вĕсен çемьисене сывлăх, ĕçре çитĕнӳсемпе палăрма, Раҫҫей Федерацийӗпе Чăваш Республики умӗнчи тивӗҫсене туллин пурнăçлама каланă.