Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçлекенсемпе, студентсемпе тĕл пулнă

Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçлекенсемпе, студентсемпе тĕл пулнă.  Мероприятире унпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректор тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов, Газпромбанк вице-президенчĕ Евгений Коган çӳренĕ.

 «Республика Правительстви çитĕнекен ăру тавракурăмлăха пур енчен те ӳстерсе пыма пултартăр тесе тăрăшать», - тенĕ Михаил Игнатьев,  РФ вĕренӳ Министрĕ Ольга Васильева Чăваш Республикин Правительство ĕçне пысăка хакланине пĕлтернĕ, çĕршыври чи чаплă аслă шкулсем шутне кĕме университета чĕнсе каланă.  «Шанатăп, пурсăмăр та пĕрле тăрăшса тухăçлă ĕçлесен, вĕрентӳ шайĕн пахалăхĕ тата та  лайăхрах пулассине», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, республикăри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă, иртсе пыракан çула пысăк кăтартусемпе вĕçлессе пĕлтернĕ. Республикăри тракторсем тăвакан заводра лару-тăру çăмăлах мар пулин те, кăрлач-чӳк уйăхĕсенчи промышленноç производствин индекс калăпăшне илес пулсан 108,9 процента çитнĕ.  Çитĕнӳ пысăк. Республикăра электротехника кластерĕ вăйлă аталаннă. Вак тата вăтам предпринимательлĕх сфери çирĕп ура çинче тăрать. Регионта ĕç климачĕ çӳллĕ шайра тăнине кура, инвесторсем кулленех килсе пыраççĕ.  Ют çĕршывсенчен предпринимательсем те кăмăлпах пирĕн республикăра пысăк производствăсем хута яраççĕ.

 Çак кунсенче РФ сумлă делегаци, çĕршыв Президенчĕ В.В.Путин ертсе пынипе, Японире ĕçлĕ визитпа çӳренĕ, делегаци йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă.  Республика Ертӳçи Японипе килĕшсе ĕçлеме яланах хатĕррине пĕлтернĕ тĕлпулăва пухăннисене. Студентсене вĕсен халăх чĕлхине куçарма вĕренме сĕннĕ. Куçаруçă, тăлмачсем регионшăн паха пулнине асăннă. Инвесторсем ытларах килсен, пĕтĕмпех республикăн экономикине çĕнĕ шая хăпартма, çынсен шалу укçине ӳстерме май панине каланă.

Михаил Игнатьев республикăра тĕрлĕ банксем хăйсен ĕç-хĕлне анлăлатассипе курăмлă ĕçленине асăннă.  Паянхи куна регионта Газпромбанк, ВТБ 24 ăнăçлă ĕçленине, вĕсем халăх валли 2000 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленине  пĕлтернĕ.

Газпромбанк вице-президенчĕ Евгений Коган хăйĕн сăмахĕнче, аслă шкулсемпе тачă çыхăну тытнине, патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсемпе те тухăçлă ĕçлесе пынине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев куншăн Газпромбанк ертӳлĕхне ырланă.

Аслă шкулăн ректор тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов вĕрентекенсене хатĕрлес ĕç пирки каласа кăтартнă. Раççейри малта пыракан аслă шкулсемпе тăтăшах çыхăнса ĕçленине палăртнă, ют çĕршыври университетсем кулленех вĕсемпе кăсăкланнине, юлашки виçĕ çул хушшинче Китай аслă шкулĕсемпе анлă çыхăну тытнине палăртнă.

Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – пĕчĕк ялсенче вырнаçнă шкулсенче вĕрентекенсем çителĕксĕр пулни.   Ертӳçĕ ырă енсем пирки те каласа хăварнă. Университетран вĕренсе тухакансенчен 20 проценчĕ ылтăн медаль илнине палăртнă. Мĕнпур вĕренсе тухакансенчен 90 проценчĕ ĕçе вырнаçнине пĕлтернĕ. Калăпăр, 5-мĕш курсра вĕренекен Александр Григорьев истори учителĕ пулса çĕнĕ Шупашкарта ĕçлет. Нефисе Шакурова мĕн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ, аслă шкула вĕренсе пĕтерсен тăван тăрăха, Каçал ене таврăнма шутлать.  Унăн шухăшне Михаил Игнатьев ырланă.  «Эсир чăн-чăн патриот. Çакăн пек шухăшлă студентсем ытларах пулмалла. Эсир учитель пулма шутланă ĕмĕт пире хавхалантарать», - тенĕ Михаил Игнатьев.



21 декабря 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter