Шупашкарта раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче сĕтел çи теннис спортне аталантарма май паракан пысăк комплекс хута каять

Паян, раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕтел çи теннис  енĕпе спортпа аталанмалли комплекса торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăнать.  Спорт объектне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртнĕ. Объектăн строительство ĕçне федерацин тата республикăн пĕрлештернĕ хыснинчен пĕтĕмĕшле 90 миллион та 560 пин тенкĕ  тăкакланă. Комплексра пĕр вăхăтрах 64 спортсмен сĕтел çи теннис выляма пултарать.

Палăртса хăвармалла, Шупашкарта çак спорт питĕ анлăн сарăлнă.  Республикăри ятарлă спорт шкулĕнче кулленех 628 спортсмен хăйсен ăсталăхне туптать. Сĕтел çи теннис енĕпе регион шайĕнчи ăмăртусене çак эрнере палăртнă спорт комплексĕнче ирттерме хатĕрленеççĕ. Раштав уйăхĕн 23-25-мĕш кунĕсенче республикăри районсемпе хуласенчен вăйлă спортсменсем Чăваш Енре иртекен чемпионатра наградăсем илессишĕн тупăшĕç.



21 декабря 2016
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter