Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа ĕçлĕ тĕăлпулу ирттернĕ

 


Тĕлпулу вăхăтĕнче Елчĕк районĕн 2016-мĕш çулхи  ĕç кăтартăвĕсене тата 2017-мĕш çул валли лартнă тĕллевсене пăхса тухнă. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене тишкернĕ.

Николай Миллин хăйĕн сăмахĕнче, район хыснин пĕрлештернĕ бюджетĕнче харпăр хăй тупăшĕн шайĕ 25 процента çитнине, вăл 78 млн танлашнине пĕлтернĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чылай пысăк. Ял хуçалăхне аталантарас ĕç те курăмлă пулса пынине асăннă, çитĕнӳсем лайăх тесе каланă. Кăçалхи çул тĕш тырăна 60641 тонна тĕшĕлесе кĕртнĕ, ытти çулхисемпе пăхас пулсан çитĕнӳ чылай  - 145,2 процент. «Елчĕк районĕ Ĕç çыннин çулталăкне ăнăçлă вĕçлет. Тĕш тырă пухса кĕртессипе те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, кун пекки историллĕ пулăм. Тухăç пысăк пулни куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина, раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Елчĕкре нумай функциллĕ культура çуртне уçнă çĕре хутшăнма йыхравланă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче ялсенче культура çурчĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе пырасси йĕркипе пулса пырать. Культура керменĕсем хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен хатĕрсемпе пуянланаççĕ. Тӳскел ялĕнчи культура çуртне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015-мĕш çулта юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăларнă 168№-лĕ Указпа килĕшӳллĕн хута ярĕç.  Фоторепортаж 



21 декабря 2016
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter