Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен канашĕн черетсĕр Съезчĕпе Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Правленийĕн канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен канашĕн черетсĕр Съезчĕпе Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Правленийĕн канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.  Çирĕп ура çинче тăракан, хальхи пурнăçпа тан аталанса пыракан муниципалитет пĕрлĕхĕсем, Чăваш Ене вăй илсе пыма май паракан тĕп тĕрев пулса тăнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем халăхсен актуаллă ыйтăвĕсене мĕнле татса парасси – вĕсем тухăçлă ĕçлесе пынинчен те нумай килет. «Ырă улшăнусем пур пулин те, пур-пĕрех йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те юлнă-ха. Вĕсене татса парассине ыранхи куна хăварма юрамасть. Хăш-пĕр муниципалитетсенче паянхи кун та республика программисемпе килĕшӳллĕн, вырăнти программăсене йĕркене кĕртсе пĕтермен. Эпир, сире пулăшу кӳме яланах хатĕр. Паллах, сирĕн те кая юлса пыма юрамасть, пирĕнтен çур утăм та пулсан маларах пымалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

2016-мĕш çула республика лайăх кăтартусемпе вĕçленине палăртнă регион Ертӳçи.   Шупашкарти тракторсем тăвакан заводра лару-тăру çăмăлах мар пулин те, кăрлач-чӳк уйăхĕсенче республикăн промышленноç производствин индексĕ 108,9 процентпа танлашнă, çакă регионта электротехника кластерĕ çитĕнӳсемпе ĕçленине кура пулса пырать. Вак тата вăтам предпринимательлĕх сфери те кăтартуллă аталанса пыни куçкĕретех.  Республикăра ĕç климатне лайăхлатассипе тухăçлă ĕçленĕшĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев.

Палăртса хăвармалла, Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ 85 субъект хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 6-мĕш вырăна тухнă. Пысăк çитĕнӳ пурне те ĕçлеме хавхалантарать. Муниципалитет пĕрлĕхĕсен тĕллевĕ -  паха  проектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе ĕçлесси, инвесторсене ытларах явăçтарасси. Çак ĕçсене кирлĕ пек шайра пурнăçласан, муниципалитетăн инфратытăмне те аталантарма меллĕ. Паян çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпех условисем çителĕклĕ.

Раççейри сумлă делегаци, çĕршыв Ертӳçи Владимир Путин ертсе пынипе, çак кунсенче ĕçлĕ визитпа Японире çӳренĕ, вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулнă. Регионта пысăк технологиллĕ теплицăсем хута ярассине, промышленноçа аталантарасси пирки калаçса килĕшнĕ. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – çынсен пурнăç условийĕн шайне ӳстересси. Пурне те халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, тăрăшса, яваплăха туйса ĕçлеме сĕнетĕп», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене, çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина регионăн 2017-2019-мĕш çулсен бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Регион хăйĕн тупăшĕн шайĕ ӳснин кăтартăвĕпе Атăлçи федераци округĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ Светлана Енилина.  Уйрăм муниципалитет пĕрлĕхĕсем федераци бюджетĕнчен уйăракан укçана туллин илменнине асăрхаттарнă, юлашки юлнă пулăшусене 2017-мĕш çулта  çитерсе паманнине пĕлтернĕ. «Енчен те муниципалитетсем хăйсене укçа-тенкĕ кирлине ĕç хучĕсемпе çирĕплетсе парсан, паллах, эпир республика хыснинчен  юлнă укçасемпе тивĕçтерме тăрăшатпăр», - тенĕ вăл.  Муниципалитетсен хăйсен тупăш шайне ӳстерессипе ĕçлемелли ятарлă план йышăнмаллине асăннă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе федерацин тĕрĕслевпе асăрхав службисемпе мĕнле ĕçлесе пыни çинчен Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Правленийĕн канашĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тĕплĕн паллаштарнă.

Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Марат Айзатуллов  хăйĕн сăмахĕнче, Шăнкăртан ял поселенийĕн ĕçĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, ял тăрăхĕнчи ыйтусене татса парассипе хушма укçа-тенкĕ явăçтарассипе еплерех ĕçлесе пыни çинчен каласа кăтартнă.

Ларура Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Правленийĕн канашĕпе ревизи комиссийĕн суйлавĕ иртнĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, ларăва пухăннисем çĕрсем, тавралăха тирпей-илем кĕртес тата та ытти актуаллă нумай ыйтусене сӳтсе явнă.

Мероприяти ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  регионта социаллă политика лару-тăрăвне пĕр тан лайăх аталантарса пыма пурне те тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă. Сăмаха май, çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕсене пысăк шайра ирттерме, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме, право хуралĕнче ĕçлекенсемпе тачă çыхăну тытма сĕннĕ.

Фоторепортаж

 



21 декабря 2016
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter