Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта çĕнĕ спорт комплексне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Шупашкарта çĕнĕ спорт комплексне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Хулари ачасемпе çамрăксен ятарлă спорт шкулне Ирина Солдатова ячĕпе халалланă.

Кунта çамрăксем ухăпа тĕл перессипе, сĕтел çи теннис вăййисене выляма пултараççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.   Асăннă спорт шкулĕ Шупашкарта Мичман Павлов урамĕнче вырнаçнă. Объекта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн хута янă. Пĕтĕмĕшле унăн хакĕ 90 миллион та 560 пин тенкĕне кайса ларнă. Пĕр харăсах çак шкулта 64 ача сĕтел çи теннисне выляма пултараççĕ. Сусăр çынсене те ку объекта кĕме, спортпа аталанма меллĕ, условисем çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннă ентешсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă,  парасси пулнине асăннă.  «Яланах спорта çӳрĕр. Пĕрне-пĕри хавхалантарăр. Аслисене, аçу-аннӳне,патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри спорта çӳреме çителĕклĕ условисем йĕркелесе тренерсене хисеплĕр, ун чухне сирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать, çитĕнӳсемпе те палăрăр», - тенĕ вăл.  РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççейри Сĕтел çи теннисĕн федерацийĕн тренерсен канашĕн председателĕ Евгений Леонтьев хăйĕн сăмахĕнче, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçипе Игорь Левитинпа тĕл пулни пирки каласа кăтартнă,   Шупашкарта çĕкленекен çĕнĕ строительство объекчĕсем çинчен пĕлтернине асăннă.  «Шупашкар Арена»  пăр керменĕ çинчен те каласа кăтартнине пĕлтернĕ.  «Паян манăн ĕмĕт тулчĕ – сĕтел çи тенниспа вылямалли чаплă спорт керменĕ хута кайрĕ», - тенĕ вăл.   Ветеранансен ячĕпе «Мирный» ТОС председателĕ Роза Сидорова çакăн пек пысăк спорт сооруженине хута янăшăн республика ертӳлĕхне ырласа тав сăмахĕсем каланă.  «Тав сăмахĕсене пире мар каламалла, эсир хăвăр налуксем тӳлетĕр. Пирĕн тĕллев вара, приоритетсене тĕрĕс палăртса чи пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярасси, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасси», - тенĕ вăл.  ФСК пăхса çаврăннă хыççăн, Михаил Игнатьев уйрăм кăлтăксене тупса палăртнă, çитменлĕхсене вăхăтра сирсе яма хушнă Чăваш Республикин спорт министрĕн  тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Головина тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова. Ертӳçĕсем  çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме шантарнă. Фоторепортаж



22 декабря 2016
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter