Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче «Чувашхлебопродукт» АО пулнă, унта тăрăшакансемпе тĕл пулса калаçнă

 


Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче «Чувашхлебопродукт» АО пулнă, унта тăрăшакансемпе тĕл пулса калаçнă. Çак кун унпа пĕрле çӳл çӳреве Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тухнă.

«Чувашхлебопродукт» АО генеральнăй директорĕ Владимир Яковлев хăйĕн сăмахĕнче, предприятийĕн ĕçĕпе паллаштарнă, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе организацине пуянлатнине пĕлтернĕ, пахалăхлă таварсене калăпласа кăларнине асăннă.  Владимир Яковлев организацире тирпейленсе тухакан çăнăха мĕнпур суту-илӳ лавккисене тивĕçтернине пĕлтернĕ.  «Предприятисене çăнăх тивĕçтерет, унăн пахалăхĕ те пысăк. Кашни кун тавара 300 тонна тирпейлесе халăх патне çитеретпĕр, çĕршыври 19 региона ăсататпăр», - тесе пĕлтернĕ Владимир Яковлев.

   «Кăтарту, паллах, питĕ лайăх. Экспорт çине куçма тăрăшас пулать. Сирĕн предприятийĕн лаптăкĕ пысăк. Çĕнĕ элеватор та хăпартса лартма май пур. Çĕрĕн кашни тăваткал метрĕпе тухăçлă усă курма тăрăшмалла.  Потенциал пысăк, çĕнĕ ĕçсем тата та йĕркелеме пултаратăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Ытти регионсенчи таварсен хакĕсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра çăнăх  хаклă мар. «Çăнăх сутакан предприятисем 25 процентне складран сентресем çине тăратнăшăн илсе юлаççĕ тенине эпĕ илтнĕ. Таварсене илсе çитерсе панăшăн та тӳлемеççĕ. Питĕ лайăх пурăнаççĕ. Хаксене ӳстермелли пай 10-15 процентран ытла пулмалла мар-çке-ха! Тавар социаллă пĕлтерĕшлĕ шутланать», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

 Ĕç коллективĕпе калаçнă чухне, Михаил Игнатьев тырăпа ĕçлекен предприятисене патшалăх енчен куçакан пулăшусем çинчен каласа хăварнă.  «Патшалăх паракан мĕнпур пулăшусем упранса юлнă. Паха проектсене пурнăçа кĕртме тата ытти ĕçсене пурнăçлама ял хуçалăх пайне республика Правительстви бюджетран субсиди парса тивĕçтерет.  Яваплăха туйса ĕçлекен фермерсем кăна çителĕксĕр. Пирĕн тĕп тĕллев – халăха экологи енчен паха ял хуçалăх таварĕсемпе тивĕçтересси», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуçлăхĕ.  Фоторепортаж

 

 



22 декабря 2016
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter