Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Энергетика отраслӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани
Чӑваш Ен энергетика отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Паян республикӑри энергетика предприятийӗсенче пысӑк ӑсталӑхлӑ, темле кӑткӑс объектсен энергетика хӑрушсӑрлӑхне те тивӗҫтерме, малта пыракан технологисене алла илме, промышленноҫӑн кал-кал ӳсӗмӗ валли лайӑх майсем йӗркелеме пултаракан специалистсем ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш энергетикӗсем васкавлӑн та килӗшӳллӗн ӗҫлеме хатӗр пулнине, майсӑр лару-тӑру вӑхӑтӗнчи кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултарнине пӗр хут ҫеҫ мар кӑтартса пачӗҫ.
Отрасль ветеранӗсем хывса хӑварнӑ энергетикӑн ҫирӗп никӗсӗ ҫамрӑк специалистсене энергетика сферинчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене чыслӑн пурнӑҫлама май парассине шанса тӑратӑп.
Энергетика отраслӗнче вай хуракан мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем сунатӑп, яланах тухӑҫлӑ тата кӑлтӑксӑр ӗҫлемелле пултӑр. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ӑнӑҫу, телей!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев