Чăваш Республикинче иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунне пĕтĕмлетнĕ

 Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинче    Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Чăваш Енри влаç органĕсенче тăрăшакансем регионти районсемпе хуласенче, аякра вырнаçнă ялсенчи халăхпа тĕл пулса калаçнă. Çак кун пĕтĕмпе 450 тĕлпулу пулнă, вĕсенче 11 пин çын хутшăннă.

 Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – РФ Президенчĕ В.В. Путин Федераци Пухăвне янă Çыру. Чăваш Енре çитес 2017-мĕш çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе Указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ. Кун пирки те тĕлпулусенче анлăн сӳтсе явнă. Тепĕр çивĕч ыйту – усал шĕвеке, эрех таврашне халăха сутма чарасси пирки. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕсенче асăрхануллă пулма пурне те ыйтнă.

Çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки те каласа кăтартнă. Вĕсем: тавралăха тирпей-илем кӳртесси,  усал çӳп-çапа пуçтарса тасатас ыйтусене Улатăр тăрăхĕнче пурăнакансем хускатнă. Йĕпреçре пурăнакансене хĕлле валли вутă хатĕрлеме вăрман касма май пуррипе çукки кăсăклантарнă. Красноармейски районĕнче пурăнакансене халăха илсе çӳретекен транспорт ыйтăвĕ пăшăрхантарнă. Шупашкарта пурăнакансем хулари 1№-лĕ больницăра специалистсем çителĕксĕр пулни çинчен, Çĕнĕ хулара   пĕтĕмĕшле практика офисне хута ярасси пирки ыйтусене çĕкленĕ. Çак палăртнă кун икçĕр çынна информаци ушкăнĕсен ертӳçисем харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Мĕнпур ыйтусене тĕрĕслеве илнĕ.  

 



22 декабря 2016
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter