Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АККОНД» АУО пулнă, пылак çимĕçе тирпейлесе кăларакан çĕнĕ линине торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АККОНД» АУО пулнă, пылак çимĕçе тирпейлесе кăларакан çĕнĕ линине торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă.  Çак паллă пулăма, Шупашкарти 4№-лĕ лицейре  пуçламăш классенче вĕренекен шкул ачисем пуçтарăннă.  Шкул ачисене кондитер фабрикине килсе кăтартасси  ырă йăлана кĕнĕ.  Çакăн йышши пуçарăва Михаил Игнатьев та ырлать.  Унăн витĕмлĕхĕпе республикăри районсемпе хуласенчи шкул ачисем пĕр хуччен çеç мар фабрикăри пылак çимĕçпе, тĕрлĕ цехсен ĕçĕпе паллашнă. «АККОНД» предприятийĕн таварне Раççейĕпех пĕлеççĕ, унăн пахалăх шайне пирĕн çĕршывсем анчах мар, ют çĕршывсем те çирĕплетсе панă.  Тĕнче шайĕнчи чи паллă пысăк предприятисенчен пĕри шутланать асăннă фабрика. «Ачасем, пахалăхĕ енчен пылак çимĕçпе сăйланма пултарни, çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир кашни çул сирĕнпе çĕнĕрен те çĕнĕ цехсем хута яратпăр.  Апла пулсан, пылак çимĕç таварĕ вăй илсе аталанса пыни куçкĕретех», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Палăртса хăваратпăр, кăçал пĕтĕмпе фабрикăра çĕнĕрен тăватă цех хута кайнă. Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов фабрика пĕтĕмпе 500 тĕрлĕ тавар тирпейлесе кăларнине пĕлтернĕ. Раççейри мĕнпур регионсене, ют çĕршывсене те пылак çимĕçе ăсатнине асăннă.

«Çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хамăрăн таварсене ытларах та ытларах экспорта куçарма хушать.  7 пин тонна патнелле пылак çимĕç кăçалхи çул РФ тулашĕнчи çĕршывсене ăсатăнать.  Çитĕнӳ çав тери пысăк, кăмăла çĕклет, çакнах цифрăсем те çирĕплетеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Хальхи вăхăтра та предприятире хĕрӳ строительство ĕçĕсем пыраççĕ. 2011-2015-мĕш çулсенче производствăна модернизацилеме 3,5 млрд тенкĕ тăкакланă, халăх валли те 600 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.  Мероприяти ачасене Хĕл Мучипе Юр Пике парне валеçнипе вĕçленнĕ. Фоторепортаж



22 декабря 2016
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter