Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕпе Сергей Науманпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕпе Сергей Науманпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Хими индустрийĕнчи пысăк предприятийĕн 2016-мĕш çулхи ĕç  кăтартăвĕсене тишкернĕ, инвестициллĕ проектсем пурнăçа кĕрсе пынине пăхса тухнă, йывăрлăхсене сӳтсе явнă, пуласлăх валли тĕллевсене палăртнă.  «Çулталăка лайăх çитĕнӳсемпе вĕçлетпĕр. Предприятире ĕçлекенсен шалу укçин виçи 21,5 пин тенкĕрен 23 пин те 750 тенкĕне çитнĕ, ӳсĕм 10 процент. Организацине хушма 200 çын вырнаçнă.  Таварсен 20 проценчĕ экспорта ăсатăнать. Налуксем пухасси те курăмлăнах ӳсрĕ. 2017-мĕш çулта та çитĕнӳпе палăрма тĕллев лартатпăр», - тенĕ Сергей Науман.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă предприяти çĕршывăн, çав шутрах регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывнине палăртнă. «Химпромра лару-тăру питĕ аван. Çитĕнӳ те пысăк. Инвесторсем укçа-тенкĕ хываççĕ, халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ, çамрăксене те аталанса пыма меллĕ условисем йĕркелесе тăратаççĕ. Çаксем пĕтĕмпех республикăпа Çĕнĕ Шупашкарăн экономика аталанăвĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Фоторепортаж



22 декабря 2016
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter