Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «МРСК Волги» – «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн коллективне Энергетиксен кунĕ ячĕпе саламланă
Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «МРСК Волги» – «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн коллективне Энергетиксен кунĕ ячĕпе саламланă, республикӑри энергетика предприятийĕсенче пысăк ăсталăхлă, темле кăткӑс объектсен энергетика хăрушсăрлăхне те тивĕçтерме, малта пыракан технологисене алла илме, промышленноҫăн кал-кал ӳсĕмĕ валли лайăх майсем йĕркелеме пултаракан специалистсем ĕçленине палăртнă. Чӑваш энергетикĕсем васкавлăн та килĕшӳллĕн ĕçлеме яланах хатӗр пулнине, майсăр лару-тăру вăхăтӗнчи кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултарнине пĕр хут ҫеҫ мар кăтартса панине асăннă.
Республикăра, хăй вăхăтĕнче, пăрлă çумăр алхаснă хыççăн, пулнă инкеке те вăхăтра сирсе яма пулăшнине аса илнĕ, уншăн пысăк тав сăмахĕсем каланă регион Ертӳçи.
Михаил Игнатьев пуласлăхлă проектсем пирки чарăнса тăнă, энергетиксене патшалăх заказĕсене илме май пулма пултарассине пĕлтернĕ. Инвестици программипе килĕшӳллĕн, «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа çӳретме ирĕк паракан чукун çул магистралĕ Чăваш Республикин территорийĕ урлă иртет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата МРСК Волги» АУО генеральнăй директорĕн çумĕ «Чувашэнерго» филиалĕн директорĕ Дмитрий Иванов чи лайăх çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Энергетика отраслӗнче вай хуракан мĕнпур çынна çирĕп сывлăх, çитĕнӳсем, ăнăçу, телей суннă. Фоторепортаж