Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа «СК «Гражданский страховой дом» тулли мар яваплă общество президенчĕ Андрей Поляков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Страховая компания «Гражданский страховой дом» хушшинчи Килĕшӳ ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа «СК «Гражданский страховой дом» тулли мар яваплă общество президенчĕ Андрей Поляков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Страховая компания «Гражданский страховой дом» хушшинчи Килĕшӳ ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ паянхи пурнăç таппинче страховани рынокĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, регион территорийĕнче конкуренци йĕркеленине те асăннă. Килĕшӳ тунă ĕç хучĕ малашлăхра республикăра пурăнакансен ăнсăртран сиксе тухакан кирек епле инкексенчен те хӳтĕленме май панине палăртнă.   «Мĕнпур халăхăн яланах хăйсен пурнăçне страхлама, вĕсен ятарлă организацине суйласа илме ирĕк пулмалла. Майсăр лару-тăру вăхăтĕнчи кирек мĕнле йывăрлăхран та сыхланмалла. Питĕ лайăх астăватпăр, регионта пăрлă çумăр алхаснă тапхăрта кашни виççĕмĕш килте электричество пĕтсе ларнине. Çакă та страховани компанийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ», -  тенĕ вăл.

 «СК «Гражданский страховой дом»  президенчĕ Андрей Поляков хăйĕн сăмахĕнче,  паянхи рынокра организаци аван ĕçленине, çитĕнӳсем пуррине те каласа хăварнă.  «Пурнăçланă ĕçсем компани ӳсĕмĕ пирки çирĕплетеççĕ. Пĕр тĕслĕх çинчен чарăнса тăрас килет. Çур миллиард тенкĕ «Прогресс» грузовик аварине лекнĕшĕн укçа куçарса патăмăр. Эпир Чăваш Республикипе ĕçлеме килĕшӳ тунишĕн мăнаçланатпăр. Кунти халăх яланах хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрать.  Çынсем тарават, уçă кăмăллă. Эпир хамăр енчен кирлĕ условисене пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр», - тенĕ Андрей Поляков. 

 Фоторепортаж



23 декабря 2016
12:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter