Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн анлă ларăвне йĕркелесе ертсе пынă

 


Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн анлă ларăвне йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтан Михаил Игнатьев çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене кирлĕ пек пысăк шайра йĕркелесе ярасси пирки чарăнса тăнă. Регионти лару-тăрăва пĕр тикĕс лайăх асăрхаса тăмаллине, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли çинчен каланă. «Çынсем пысăк та чаплă уявсене хăйсен çемьисемпе ирттересшĕн.  Пирĕн, яваплăха туйса ĕçлекен çынсен, çавăнпа та ĕç-пуçа пĕтĕмпех йĕркеллĕ асăрхаса тăмалла, хамăртан мĕн килнине кирлĕ пек йĕркелесе парассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Пысăк уявсенче право хуралĕнче ĕçлекенсен кăна сыхă тăмалла мар, мĕнпур халăхăн, обществăлла организацисен пайташĕсен те тимлĕхе çухатма юрамасть. Çĕнĕ çула илем кӳртекен хатĕрсемпе асăрхануллă пулмалла, кун пирки хула, вырăнти ертӳлĕхсен ыйтăва куçран вĕçертме юрамасть», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.   «Пирĕн, влаçра ĕçлекенсен уяв канăвĕсем пулмалла мар, халăх ырлăхĕшĕн ĕçлемелле», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекен пай пуçлăхĕ  Евгений Терёшин хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинчи террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн 2016-мĕш çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, муниципалитетсенчи комиссисем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă, çитес çул валли лартнă тĕллевсем çинчен каласа кăтартнă.

 Сĕнтĕрвăрри тата Вăрмар районĕсен администрацийĕсен ертрӳçисем Анатолий Мясниковпа Александр Тихонов вырăнти комиссийĕсен ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Ларăва пухăннисем халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтермеллине çирĕп палăртнă. Комисси пайташĕсем 2017-мĕш çул валли ĕç планне пăхса тухса йышăнса хăварнă.

 Ку хутĕнче Михаил Игнатьев усал эрех-шĕвексем çинчен те чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ юрăхсăр тавара халăха сутассине çирĕп асăрхама хушнă, енчен те тĕслĕхсене тупса палăртсан, явап тыттарма каланă. Юлашки вăхăтра «фанфурик»  текен усал шĕвек пирки  Иркутск облаçĕнче хыпарсем анлăн сарăлчĕç, уйрăмах ăна çирĕп асăрхавра тытмалла, 70 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

 Аса илтеретпĕр, çитес вăхăтрах РФ Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн,  спирт пур таварсене сутасси пирки ятарлă йышăну пуласси те паллă. «Хăй вăхăтĕнче, таварсене хими препарачĕсем е тата медицинăра усă курма кирлине çирĕпленĕ, промышленноçра та усă курăнать тесе палăрнă. Кăлăхах, калас пулсан, çак усал таварсене пула, халăх пурнăçран уйрăлать, шăна пек вилсе пырать», - тесе каланăччĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Думипе Федераци Канашĕн ертӳлĕхĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче.   

Фоторепортаж 



23 декабря 2016
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter