Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Васильевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Андрей Васильева Куславкка район администрацийĕн пуçлăхне кăçал раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче районти депутатсен пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн çирĕплетнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Васильевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, муниципалитетăн 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене сӳтсе явнă, çитес çул валли тĕллевсем пирки канашланă.

 Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, патшалăх программисене пурнăçа кĕртме, объектсене хута яма республика хыснинчен хушса тӳлемелли пулăшусем малалла та куçассине каланă. Район аталанăвĕ муниципалитета инвестици явăçтарнинчен нумай килнине, ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕнрех ĕçлеме сĕннĕ. «Сирĕн республика ертӳлĕхĕн, вырăнти депутатсен шанăçне тӳрре кăларассишĕн тăрăшса ĕçлемелле. Çакă тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассишĕн тар юхтармалла, ĕçлеме пултаракан ушкăн йĕркелеме пĕлмелле», - тесе каланă регион Пуçлăхĕ.

Фоторепортаж



23 декабря 2016
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter