Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Герасимовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Герасимовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем районăн 2016-мĕш çулхи  социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пĕтĕмлетĕвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă,  çитес çул валли лартнă тĕллевсене пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район ертӳлĕхне вырăнти бюджета тултарассипе активлă ĕçлеме, налуксем пухассине кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыма, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă программăпа çине тăрса ĕçлеме хушнă. Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн пухăнса кайнă парăмсем çинчен те тĕплĕн чарăнса тăнă, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене  пулăшусемшĕн вăхăтра укçа-тенкĕсем куçарса памалли çинчен канашланă. «Ресурссемпе тивĕçтерекен компанисемпе пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлессишĕн тăрăшмалла, строительство организацийĕсемпе те яланах тачă çыхăнура тăмалла. Муниципалитетра ĕçлекен влаçăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕлмелле кăна мар, ăна вăхăтра татса парассишĕн ĕçлемелле.  Çак асăннă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрма хушатăп», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



23 декабря 2016
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter