Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Софроновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Софроновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, муниципалитетăн кăçалхи çулăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкернĕ, 2017-мĕш çул валли лартнă тĕп тĕллевсене пăхса тухнă.

Андрей Софронов хăйĕн сăмахĕнче, Етĕрне районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2016-мĕш çулта раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  391  млн танлашнине, 2015-мĕш çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 89 процент пулнине пĕлтернĕ. Çав шутрах харпăр хăй тупăшĕ муниципалитетăн 140,5 млн танлашнине, пĕлтĕрхинчен 3,6 процент пысăкрах тесе каланă. «Хушма укçа-тенкĕ бюджетăн тăкак пайне туллин пурнăçлама ирĕк парать. Çитес 2017-мĕш çул валли бюджета пăхса тухса йышăнса хăварнă. Манăн тĕп тĕллевсенчен пĕри - район бюджетне тултарасси.  Ял поселенийĕсен бюджечĕсем пĕтĕмпех шайлашуллă», - тенĕ муниципалитет пуçлăхĕ.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ ертӳçĕне тухăçлă ĕçлеме сĕннĕ, малашнехи ĕçре вăраха тăсмасăр татса памалли ыйтусене çирĕп тĕрĕслеве илме, ял хуçалăхне аталантарас ыйтăва та кулленех кун йĕркинче тытма хушнă. 

 



23 декабря 2016
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter