Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççейри Япони посольствин полномочиллĕ Министрĕнчен Хироси Тадзимаран Çĕнĕ çул ячĕпе салам килсе çитнĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççейри Япони посольствин полномочиллĕ Министрĕнчен Хироси Тадзимаран Çĕнĕ çулпа салам килсе çитнĕ.

Палăртса хăваратпăр, Японипе Чăваш Республики тухăçлă ĕçлесе пыни куçкĕретех. Volkswagen автомашинăсем валли жгутсем тирпейлесе кăларакан Fujikura Automotive Europe производство Шупашкарта 2015-мĕш çулта хута кайнă.  Çак проект республика Правительствипе тачă çыхăнса ĕçленине кура пурнăçа кĕнĕ.  Регионăн ĕç климачĕ çӳллĕ шайра. Япони Посольствин Министрĕ Хироси Тадзима 2015-мĕш çулта Япони Императорĕн çуралнă кунне халалланă торжествăлла пулăмра çапла каланă: «Fujikura ют çĕршывсен пиллĕкмĕш  производстви Чăваш Енре ĕçленине пĕлетĕп. Пире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлеме витĕм кӳни проекта пурнăçа кĕртме хавхалантарчĕ. Эпир уншăн ăна чĕререн пысăк тав сăмахĕсем калатпăр. Çакă пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли пысăк тĕслĕх пулса тăчĕ», - тенĕ вăл.

Аса илтеретпĕр, 2016 çулта раштав уйăхĕнче Японире Токио хулинче РФ Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă официаллă делегацийĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă.  Раççей-Япони бизнес-диалог ятпа иртнĕ форум ĕçне хутшăннă. Ун чухне Чăваш Ен Пуçлăхĕ регион çинчен хатĕрленĕ презентаципе тĕплĕн паллаштарнă. Унсăр пуçне, Японире бизнес-пĕрлешӳсемпе сахал мар ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.

JFEEngineeringCorporation  компанийĕн ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен департамент директорĕпе Масайя Хиротсунэ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта теплица комплексĕсене хута ярассипе çыхăннă ыйтусене, ял хуçалăх енĕпе завод çĕклесе лартасси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

 Мускаври Hitachi, Ltd компани директорĕпе Тосиюки Цугэ çитес çул Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килесси пирки калаçса татăлнă МИхаил Игнатьев. 

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх ертӳлĕхĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  мĕнпур калаçса татăлнă ĕçсене пурнăçа кĕртессипе çине тăрса ĕçлеме хушнă.  «Пирĕн асăннă тĕллевсене пурнăçлама утăм хыççăн утăм туса çитĕнӳсем патне ăнтăлмалла. Ун чухне тин, пысăк технологиллĕ производствăсене хута яма пултаратпăр. Халăх валли ĕç вырăнĕсем те хатĕрленĕç.  Çамрăксем те кулленех ĕçе явăçĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.     



26 декабря 2016
17:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter