Кашни эрнере Правительство членĕсемпе пулакан ĕçлĕ канашлу пĕр минутлăха шăплăха тытнинчен пуçланнă

«Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Раççей Федерацийӗн Президенчĕ В.Путин алă пуснă Указпа килĕшӳллĕн, Раҫҫейре Хурлану кунĕ. Ҫакӑ Хура тинĕсре РФ Хӳтĕлев министерствин Ту-154 самолечĕ ӳкнипе çыхăннă. Самолетра – çар çыннисем, Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем, журналистсем пулнă. Сарӑмсӑр вилнисем ĕмĕрлĕх асра юлĕç», - тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă савӑнӑҫлӑ мероприятисене ирттерессине ытти кунсене куçарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тарăннăн хурланни çинчен пĕлтерет. «Пысăк çухату пурне те пăшăрхантарать. Вӑл кашнин чĕрине пысăк хуйхă кӳчĕ. Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнисен çемйисене Чăваш Енре пурăнакансен ятӗнчен тарӑннӑн хурланни çинчен пĕлтеретпĕр», - тенĕ вăл.



26 декабря 2016
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter