Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнисен çемйисемпе, тăванĕсемпе пĕрле Чăваш Ен халăхĕ тарăннăн хурланать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хура тинĕсре РФ Хӳтĕлев министерствин Ту-154 самолечĕ ӳкнипе вилнисене асăнса тата вĕсен çемйисене тарăннăн хурлани çинчен пĕлтерет. «Пысăк çухату пурне те пăшăрхантарать. Вăл кашнин чĕрине пысăк хуйхă кӳчĕ. Самолетра пирĕн ентешсем те пулнă. Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнисен çемйисене Чăваш Ен халăхĕ тата хам ятран тарăннăн хурланни çинчен пĕлтеретпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, 2016 çулта раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хура тинĕс урлă вĕçнĕ самолет Ту-154, Сирине кайма тухнă пулнă, ăнсăртран катастрофăна лекнĕ.  Бортра çамрăк лейтенант, режиссер тата юрăç Максим Иванов, РФ Çарĕн А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕ Раççей çар çыннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул  уявĕсемпе саламлама тухнă. Вĕсен йышĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вĕренекен пĕрремĕш курс студенчĕ Андрей Кочемасов та пулнă. Паян, кăнтăрла 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Хурлану кунне халалланă митинг иртет.

 

 



26 декабря 2016
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter