«Çулталăк вĕçленнĕ тĕле мĕнпур парăмсене пĕтĕмпех парса татмалла, халăха ĕç укçипе тивĕçтермелле», - тенĕ Иван Моторин

Шалу укçин парăмне вăхăтра татас  текен ыйтăва Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе  ирттернĕ паянхи  ларăвĕнче анлăн пăхса тухнă. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕн çумĕ Елена Сапаркина хăйĕн сăмахĕнче, регионта раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçипе парăм пурĕ 20,2 млн пухăнса кайнине пĕлтернĕ. Республикăра 5 организацире пĕтĕмпе 368 çын шалу укçине вăхăтра илейменнине каланă.  Чи нумай парăмсем Шупашкарти 1№-лĕ типографин тата «Водоканал»  предприятийĕн. Шупашкарти тракторсем тăвакан завод шăпи те хăйне евĕр йывăрлăх кăларса тăратать.  «Промтрактор» АХО пурĕ шалу укçин парăмĕ 25 млн 600 пин çитнĕ. ВЭБ сăнав канашĕн ларăвĕнче тракторсем тăвакан завода шайлаштарма май паракан кредит парса тивĕçтересси пирки те калаçса килĕшнине çирĕплетет Экономика министерстви.  Палăртнă тăрăх, çулталăк вĕçленнĕ тĕле парăмсене пĕтĕмпех халăха тавăрасси те куçкĕретех.

  «Эпĕ министерствăсене ĕç укçипе çыхăннă ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытма хушатăп. Уявсем умĕн, мĕнпур парăмсене пĕтĕмпех парса татмалла, халăха ĕç укçипе тивĕçтермелле», - тенĕ Иван Моторин.  

 Паянхи канашлура ППЭ хатĕрленсе малтанласа çырнă сочиненисен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки те чарăнса тăнă.  Республикăра кулленех тĕрлĕ обществăлла организацисем йĕркелесе ирттерекен олимпиадăсем çинчен, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев çак асăннă ыйтăва та кун йĕркинчех тытса тăма хушнă, Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министерствине тĕрлĕ предметсемпе пулакан олимпиадăсене çирĕп тĕрĕслеве илме каланă.  



26 декабря 2016
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter