Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу иртнĕ

 


 Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу иртнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулталăка регион лайăх кăтартусемпе вĕçленине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче инвестици климачĕ кăтартуллă пулнине, халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене пĕтĕмпех туллин тивĕçтернине каланă. Социаллă льготăсем пирки калас пулсан, енчен те çемьере  2016 çулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен виççĕмĕш ача çуралсан, уйăхсерен парса тивĕçтерекен патшалăх енчен хушма пулăшу куçассине асăннă.  Палăртнă ыйтăва тимлĕхсĕр хăвармассине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшусем парса хавхалантарни,  республикăра ача çураласлăхĕн кăтартăвне ӳстерме май парать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем РФ Правительствин Председателĕ Д.А.Медведев патне, енчен те çемьере виççĕмĕш ача çуралсан, е тата ачана усрава илсен, уйăхсерен патшалăх пулăшăвĕпе федераци хыснинчен тивĕçтерме çырупа ыйтса çырнă.

 Аса илтерсе хăваратпăр,   çак ыйтупа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Премьер-министрĕ патне Дмитрий Медведев патне хăй те çырупа ыйтса тухнă.

 Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче, Çĕнĕ  çул уявĕсем тапхăрĕнче асăрхануллă пулма, çынсене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма чĕнсе каланă.  Пăр çинче те тимлĕхе çухатма юраманнине асăрхаттарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çул-йĕрсене юртан вăхăтра тасатса тăма хушнă ятарлă службăсене.  Кунсăр пуçне ертӳçĕсене муниципалитетсенче вăхăтра тавралăха тирпей-илем кĕртме, ыйтăва кун йĕркинчех тытма каланă.

 Инвестици илĕртӳлĕхĕ ыйту питĕ актуаллă. Сăмаха май, Михаил Игнатьев нумаях пулмасть, РФ сумлă делегацийĕпе Японире ĕçлĕ визитпа пулни çинчен каласа кăтартнă. «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – инвестици явăçтарма, халăх валли пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси. Çак ыйтусемпе муниципалитетсен ертӳçисем яваплă. Сирĕн хăвăрăн территорийĕсене инвестици явăçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Инвесторсемпе тачă çыхăну тытмалла.  Республика витĕм кӳрекен, паха проектсене пурнăçа кĕртме пулăшмалла», - тенĕ вăл.

Фоторепортаж



26 декабря 2016
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter