Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕпе Максим Топилинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

 


Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх Министрĕпе Максим Топилинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

  Калаçу вăхăтĕнче демографи политикипе çыхăннă патшалăх пулăшăвĕсем пирки,  вăл шутрах çемйере виççĕмĕш ача çуралнăшăн кашни уйăхра куçакан укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта ĕçсĕррисен шутне чакарассипе республикăра йышăннă хушма программăна пурнăçа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн РФ Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерствине тав тунă. Программăна Шупашкарти тракторсем тăвакан завода та кĕртни пирки уйрăммăн сӳтсе явнă.  Заводра ĕçлекен 4040 çын программăн тĕрлĕ мероприятийĕсене хутшăннă, вĕсене валли 88,4 млн тенкĕ тăкакланă.  Çакăн пек йышăну туса хăварни, регионта ĕçсĕррисен шутне чакарма май панă. Раççей Ĕçлев министерстви Максим Топилин хăйĕн сăмахĕнче, ĕçлеме пултаракан халăх вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнине пăшăрханса каланă, тĕрлĕ чир-чĕре вăхăтра тупса палăртас пирки ыйтусене те хускатнă.

 Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин шайне ӳстересси çинчен чарăнса тăнă, ĕçсĕррисен шутне чакарассипе йышăннă тĕрлĕ мерăсем пирки те сăмахланă. Халăха кирлĕ пек ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси, производствăра травматизмран асăрханса профилактика йĕркелесси, ĕçпе çыхăннă тĕрлĕ чир-чĕр ыйтăвĕсем Чăваш Ен Правительствин кун йĕркинче пулнине асăннă республика Ертӳçи. Çак ĕçсене вăхăтра йĕркелесе пынине кура, регионта производствăра айăпланнисен шучĕ курăмлăнах чакнă, кăçал 11 уйăх хушшинче 17,9 процент пĕчĕкленнĕ.  Производствăра сусăрланнисен, вилнисен хисепĕ те нумай пĕчĕкленнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10,5 процент сахалланнă.

Максим Топилин Чăваш Республикинче сусăр çынсене ĕçпе тивĕçтересси тухăçлă пулса пынине палăртнă, регион ыттисемшĕн тĕслĕх тенĕ.



27 декабря 2016
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter