Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Ен ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Хӑвӑрӑн професси уявӗпе – Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Ку вӑл хӑюллӑ та яваплӑ тата чун хавалӗпе вӑйлӑ, ыттисене ҫӑлассишӗн хӑйсен пурнӑҫне пама хатӗр ҫынсен уявӗ.
Пирӗн ҫӑлавҫӑсен пысӑк шайри професси ӑсталӑхӗ ҫинчен республикӑра кӑна мар, регион тулашӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав службин тата Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи сотрудникӗсем 1000 хутчен ытла ҫула тухнӑ, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗн кӑтартӑвӗ – ҫӑлса хӑварнӑ ҫӗр-ҫӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ.
Республикӑри хуласемпе районсенче ҫӑлав станцийӗсене упраса хӑварнӑ кӑна мар, вӗсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ тата вӑл е ку вырӑнта инкек пулнине пӗлтерекен хыпара илсенех ҫӑлавҫӑсене ҫавнашкал вырӑна вӑхӑтра ҫитме пулӑшаҫҫӗ.
Эсир малашне те Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса ӗҫлессине, хӑвӑр тивӗҫӗре патӑррӑн пурнӑҫлассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Эпӗ сире ырми-канми ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп.
Хӑйсене улӑштарма тивӗҫлӗ ӑру пӑхса ҫитӗнтернӗ тата ҫамрӑксене патриотла воспитани парас тӗлӗшпе пархатарлӑ ӗҫ тӑвакан ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп.
Умри тӗллевӗрсене пурнӑҫлас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем, сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене тӑнӑҫлӑх, мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.В. Игнатьев