Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Çĕнĕ çул ячĕпе тата Раштав уявĕпе саламланă

 

 



Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинӑн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлани килсе çитнĕ. 

  «Сире Çĕнĕ çул ячĕпе тата Раштав уявĕпе саламлатăп. Эпир çак чаплă уявсене уйрӑмах хавхаланса кĕтетпĕр, пурнӑҫра ырӑ улшӑнусем пулса иртессе, хамӑрӑн чи ҫутӑ ӗмӗтсем пурнăç­ланасса шанатпӑр. Сирӗншӗн тата Сирĕн çемйĕршӗн 2017-мĕш çул ӑнӑҫлӑ пултӑр, ĕçре çитĕнӳсем, пӗр-пӗрин хушшинче ăн­лану тата са­вăнăç илсе килтӗр. Сире çирĕп сывлăх, мĕнпур лайӑххине сунатăп», - тесе çырнă саламра.

РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур халăх патне Çĕнĕ çул ячĕпе тата Раштав уявĕпе янă саламра çапла çырнă: «Çакă хĕллехи икĕ уяв тĕлĕнмелле хăйне евĕр атмосфера парнелеççĕ, лайăх кăмăл-туйăм çуратаççĕ, çутă ĕмĕтсемпе тулаççĕ.   Йăлана кĕнĕ тăрăх,  уявсене çемьере кĕтсе илетпĕр. Тăвансене тата çывăх çыннăмăрсене телей сунатпăр.  Пирĕнтен кашни иртнĕ çулти асамлă  вăхăтсене, ырă самантсене аса илме тăрăшать.  Пуласлăхра ыррине кĕтет. Çĕнĕ çул пурне те телей илсе килтĕр, пуçарусем парнелетĕр, кашни тытăмра çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене пурнăçлама шанăç çураттăр. 2017-мĕш çул пурне те ыррине çеç парнелетĕр», - тенĕ.   

Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко саламланă.

 «Пĕтĕм чун-чĕререн çывхарса килекен Çĕнĕ 2017-мĕш  çул ячĕпе саламлатăп! Çак ырă уявсене çемйепе, çывăх çыннăмăрсемпе яланах кĕтсе илетпĕр.  Иртсе пыракан çул хăйне евĕр пулăмсемпе аса юлать. Чи кирли – çĕршыва, хамăра шанмалла, ĕненмелле, ун чухне пĕтĕмпех шухăшланă ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пырĕç, пурнăç тата та илемлĕрех, Тăван çĕршыв вăйлăрах пулĕ.  Сире тата Сирĕн çемйĕрсене уявсем савăк кăмăл-туйăм парнелеччĕр, килте тăнăçлăхпа савăнăç яланах хуçалантăр. Сире ырлăх-сывлăх, ăнăçусем, телей сунатăп», - тенĕ салам йĕркисенче.  

Çĕнĕ çул пуриншӗн те ырă шанăçпа тата çĕнĕлĕхсем,  сывлăх, ăнăçу, телей  илсе килтĕр тесе çырнă салам йĕркисенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳçи Антон Вайно. РФ Беларуç Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Игорь Петришенко та шухăшласа хунă мĕнпур ĕмĕт пурнăçланăр тенĕ саламра.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне РФ мĕнпур субъект ертӳçисенчен, çавăн пекех РФ тĕрлĕ министерствисенчен, республикăри районсемпе хула ертӳлĕхĕсенчен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламсем килсе пыраççĕ. 

 



27 декабря 2016
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter