Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕ иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă, «Раççей Федерацийĕнчи экологи аталанăвĕ пулас ăрушăн» ятпа иртекен мероприяти ĕçне хутшăннă.  Экологи енпе ĕçлекен чи пĕлтерĕшлĕ предприятисене пысăк технологисене куçарса пырасси, тавралăха сиен кӳрессинчен асăрханса, вĕсен пахалăхне ӳстерсе пырасси пирки сăмах хускатнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче хăйне евĕр паха проектсем пурнăçа кĕнĕ. Вĕсем, паллах экологи тĕлĕшĕнчен, шăпах та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ятарлă биологи сооруженине реконструкциленĕ, Шупашкарти «Заовражное» шывсен станцине çĕнĕрен хута яни те Шупашкарта тата Куйбышевра экологи лару-тăрăвне уçăмлатма май пачĕ, тавралăха сиен кӳрессинчен пăрчĕ.  Çĕнĕ Шупашкарти ТБО çĕршыври чи ăнăçлă проектсенчен пĕри пулса тăчĕ, ыттисемшĕн пысăк тĕслĕх.  Малашлăхра республикăри районсенче çӳп-çап пухмалли станцисем хута яма тĕллев лартнă.  Республикăра ТБО объектне çĕклесе лартни, усал каяшсене тирпейлес ыйтăва татса пама пулăшрĕ.  



27 декабря 2016
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter