2016-мĕш çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, наци рейтингĕнче малта пыракан кĕпĕрнаттăрсен шутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
"Наци рейтингĕнче" информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕ хатĕрленĕ 2016-мĕш çулхи пĕтĕмлетӳре Раççейри субъектсен ертӳçисен ĕç-хĕлне тишкернĕ, тухăçлăхне хакланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Наци рейтингĕнче" информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕ хатĕрленĕ ĕçре 16-мĕш вырăн йышăннă, пĕрремĕш ушкăна кĕнĕ. Иртнĕ тĕпчеврипе танлаштарсан унăн позицийĕ чылай лайăхланнă.