Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Ен малти вырăнта тăрать
Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Ен малти вырăнта тăрать. 2016-мĕш çул кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республикинче пушар пулнă тĕслĕхсем чи сахал тесе çирĕплетнĕ. Çак çитĕнӳсем пирки Саранск хулинче Атăлçи регионĕсен центрĕн МЧС пуçлăхĕ Игорь Паньшин шалти службăсен генерал-полковникĕ пĕлтернĕ.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче те Чăваш Енре кунне-çĕрне пăхмасăр ятарлă службăра ĕçлекенсем сыхă тăнипе, 112-система лайăх ĕçленине, вăрмансенче пушар тухассинчен те профилактика ĕçĕсене кулленех йĕркелесе пынине палăртнă вăл.