Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн республикăн Патшалăх Канашне çулленех яракан Çырăвне хатĕрлеме пуçланă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн республикăн Патшалăх Канашне çулленех яракан Çырăвне хатĕрлеме пуçланă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак документа хатĕрлеме общество организацийĕсемпе граждансем хутшăнаççĕ.

 Çырура Чăваш Республикин Правительствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен тĕп çул-йĕрĕсене палăртма тĕллев лартнă.  Документа хатĕрлес ĕçре халăхăн, обществăлла организацисен сĕнĕвне шута илеççĕ.

Тĕп ыйтусенчен пĕри  – халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерессишĕн мĕнле ĕçлемеле? Хăш темăсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ытларах тимлĕх уйăрмалла? Сирĕн хăвăрăн енчен 2017-мĕш çул валли çырăнакан Çырăва мĕнле ыйтусене кĕртсе хăварас килет, Чăваш Енре пурăнакансен пурнăçне лайăхлатас тесен мĕн тумалла? Çакă тата ытти ыйтусем çине хуравсем кĕтетпĕр.

Хăвăрăн сĕнĕвĕрсене, асăрхаттарăвăрсене çак адреспа яма пултаратăр: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, pres5@cap.ruanalit2@cap.ru  «Çырăва хатĕрлеме» тесе çырмалла.



28 декабря 2016
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter