Михаил Игнатьев 2016 çулта раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулнă авиакатастрофăра вилнисене асăнса иртнĕ концерта хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Патшалăх канашĕн членĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, 2016 çулта раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулнă авиакатастрофăра инкек тӳснисене асăнса йĕркеленĕ Патшалăх Кремльти керменĕнче концерт-реквиемне хутшăннă.

Программăра Раççейри ачасен ятарлă хорĕ пулнă. Тĕлĕнмелле чаплă хор. РФ субъекчĕсенчи пĕр пин ача хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене тыткăна илет. Раççейри ачасен хорĕнче  Шупашкарти Лукин ячĕллĕ музыка шкулĕнчи «Соловушки» хор та пулнă. (Унăн ертӳçи культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александра Васильева).

 Палăртса хăваратпăр, Раççейри хор тĕнчипех анлă сарăлнă, кулленех халăха хăйĕн юрри-кĕввипе савăнтарать. Пĕтĕм Раççейри хор пĕрлешĕвĕн ăнăçлă проекчĕ шутланать, ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин, РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Ольга Голодец, РФ регионсен кĕпĕрнаттăрĕсен, пуçлăхĕсен пуçарăвĕпе тата   витĕмлĕхĕпе йĕркелесе янă.  

Аса илтеретпĕр, 2016 çулта раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хура тинĕс çийĕн Сирине вĕçнĕ Ту-154 самолет ӳкнĕ. Пурĕ 92 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.  Вĕсен шутĕнче Чăваш Енрен Чăваш патшалăх культура  тата ӳнер институтĕнчен вĕренсе тухнă Максим Иванов тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ пĕрремĕш курсра вĕренекен студенчĕ Андрей Кочемасов пулнă.    Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсене вилнисен çемьисене кирлĕ пек пулăшупа тивĕçтересси пирки ыйтăва пăхса тухма хушнă.

 



28 декабря 2016
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter