РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев регионĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи бюджетсене шайлаштармалли мерăсем пирки калакан ыйтупа канашлу ирттернĕ

 

 



 Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев  регионĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи 2017-2019-мĕш çулсем валли йышăннă бюджетсене шайлаштармалли мерăсем пирки калакан ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Чăваш Республики   обществăлла финанспа тухăçлă ĕçлекен, РФ чи лайăх вунă субъект хушшинче тăрать.

Раççей Правительствин Председателĕ палăртнă тăрăх, çитес çулта регионсене парса тивĕçтермелли пулăшу вăтамран унăн виçи 9 процента çити хăпарасси паллă, пурĕ 2017-мĕш çул валли 1,6 трлн пăхса хăварнă.  Пĕтĕмĕшле пăхас пулсан, регионсенчи бюджет лайăхланасси те куçкĕретех. «Чи кирли – 2017-мĕш çултан пуçласа федераци пулăшăвĕпе усă куракансен хăйсен регионĕсенчи экономика шайне ӳстерсе пыма тĕллев лартмалла. Тĕлли-паллисĕр укçана тăкаклама юрамасть, бюджетран куçакан пулăшупа тухăçлă усă курассишĕн тăрăшмалла. Енчен те çак ĕçсене кирлĕ пек шайра пурнăçламасан, субъектсен ертӳçĕсен явап тытма тивĕ», - тенĕ Дмитрий МедведевÇитес çултан пуçласа грант парса тивĕçтермеллин пайĕ 20 млрд çити ӳсессине пĕлтернĕ. Каллех палăртса хăвармалла, енчен те регионсенче экономика аталанăвĕ, налуксем пухас ĕçсем çӳллĕ шайра пулсан кăна, вĕсем пулăшăва илме пултараççĕ.

  Ларура  РФ регионсене бюджет кредичĕсемпе тивĕçтерес ыйтусене те пăхса тухнă.  РФ Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырура пĕр хутчен çеç мар аса илнĕ, регионсен патшалăх парăмне вăхăтра пĕчĕклетсе пырассин ыйтăвне РФ Правительствин кулленех кун йĕркинче тытса пымаллине асăннă.  Чăваш Республики çитес виçĕ çуллăхра харпăр хăй тупăшĕнчен  патшалăх парăмне пĕчĕклетме тата унăн виçине 52 процентне çитерме тĕллев лартнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ, РФ регионĕсене аталантарассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн членĕ пулнă май, федераци саккунĕсен йĕрки ылмашнине кура, федераци хыснинчен бюджет кредитне парса тивĕçтермеллин килĕшӳ ĕç хучĕн йĕркине улăштарма ыйтнă.

 Михаил Игнатьевăн пуçаруллă шухăшне  Правительство комиссийĕн членĕсем ырланă, килĕшнĕ.  РФ Финанс министерствине кредитсем памаллин килĕшӳ ĕç хутне çĕнĕлĕхсем кĕртме хушнă.

 Чăваш Ен хăйне тухăçлă ĕçлеме пĕлекен партнер пулнине çирĕплетрĕ.  Бюджет укçипе пĕлсе усă курнине кура, РФ Финанс министерстви Чăваш Республикине бюджет кредитне парассипе çыхăннă ыйтăва яланах тивĕçтерет. 2016-мĕш çулта çăмăллатнă кредита  пурĕ 900,8 млн илнĕ.  Çитес çул валли те 993,6 млн уйăрма палăртса хунă.  Çулталăкне РФ Финанс министерстви региона 1,5 млрд пама тĕллев лартать.



28 декабря 2016
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter