РФ Патшалăх канашĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мускавра Пысăк Кремльти керменре Раççей Федерацийĕн  Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх канашĕн ларăвне ирттернĕ, çĕршывра экологине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ. Асăннă лару ĕçне РФ Патшалăх канашĕн членĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

 РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче, влаçри çынсем, бизнес-пĕрлешӳсем умне лартнă приоритетлă тĕп тĕллевсем пирки чарăнса тăнă. Раççейĕн гигантлă ресурссем пирки палăртнă. «Пирĕн çĕршыв таса шывпа, вăрман пурлăхĕпе тĕнчере пурне те  туллин тивĕçтерет. Енчен те эпир малашне унсăр пуçне те тата ытти пысăкрах пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине тимлĕх уйăратпăр тесе каласан, экологи ыйтăвĕпе сахал ĕçлесен, 2050-мĕш çул тĕлне тавралăх юрăхсăра тухасси куçкĕретех пулĕ. Эпир пурсăмăр та питĕ лайăх пĕлетпĕр, çакă мĕн патне илсе çитерме пултарассине.  Пулас ăру валли пурăнма таса мар тавралăха парса хăварасси те вăрттăнлăх пулмĕ», - тесе çирĕппĕн каланă Раççей Президенчĕ.

 РФ Патшалăх канашĕн ларăвĕнче экологи енĕпе йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те çивĕч сӳтсе явнă.  РФ субъекчĕсенче экологине тытса пырассипе курăмлăн ĕçлеме, йĕрке пăсакансене явап тыттармалли çинчен асăрхаттарнă. Предприятисемпе организацисенче те асăннă ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă. XXI-мĕш ĕмĕр варринче Раççейре экологи тытăмне модернизацилемесен, тухăçлă ĕçлемесен, экономикăри ӳсĕм пирки калама йывăр пулнине палăртнă РФ Патшалăх канашĕн докладĕнче.  Экологин тĕп çул-йĕрĕсенче пысăк технологисене тĕпе хумалла, сиен кӳрекен таварсенчен ытларах хăтăлмалла, çутçанталăк пурлăхĕсене упраса хăварассишĕн тăрăшмалла, ĕçĕн тухăçлăхне ӳстермелле. Çак ĕçсем экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулассине палăртнă ларура.

Чăваш Ен аталанăвĕн çул-йĕрĕнче экологи ыйтăвĕ пысăк вырăн йышăнать, приоритетлă шутланать. «Симĕс патруль» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн рейтингĕнче Чăваш Республики малта пыраканнисен шутĕнче. Кунсăр пуçне усал шывсене тирпейлессин кăтартăвĕпе те  Раççейри субъектсем хушшинче кăтартуллă ĕçлесе пырать.

Палăртмалла, Чăваш Енре экологи енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçа кĕнĕ, çĕршыври чи чаплă объектсем шутланаççĕ. Вĕсем, паллах экологи тĕлĕшĕнчен, шăпах та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ятарлă биологи сооруженине реконструкциленĕ, Шупашкарти «Заовражное» шывсен станцине çĕнĕрен хута яни те Шупашкарта тата Куйбышевра экологи лару-тăрăвне уçăмлатма май пачĕ, тавралăха сиен кӳрессинчен пăрчĕ.  Çĕнĕ Шупашкарти ТБО çĕршыври чи ăнăçлă проектсенчен пĕри пулса тăчĕ, ыттисемшĕн пысăк тĕслĕх.  Малашлăхра республикăри районсенче çӳп-çап пухмалли станцисем хута яма тĕллев лартнă.  Республикăра ТБО объектне çĕклесе лартни, усал каяшсене тирпейлес ыйтăва татса пама пулăшнă.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экологи ыйтăвĕ çине влаçра ĕçлекенсен кăна тимлĕх уйăрмалла маррине, мĕнпур халăхăн хар тăрса ĕçлемеллине палăртнă. Пирĕнтен кашнин тавралăх таса пултăр, сывлăха упрама май патăр тесе тăрăшмалла. Экологи енчен паха таварсем те çын пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çак ыйту çине те тимлĕх уйăрмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2017-мĕш çула РФ Президенчĕ Владимир Путин Экологи çулталăкĕ тесе йышăннине аса илнĕ. Çутçанталăка упрассишĕн кăна мар, чун-чĕре, кăмăл-сипет тасалăхĕшĕн те тăрăшмаллине асăннă.

Фоторепортаж



28 декабря 2016
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter