Çул-çӳрев тăкакĕн компенсацийĕ адреслă пулĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ регионта уйрăм категорире тăракан çынсене çул-çӳрев укçине тăкакланăшăн пĕр пайне компенсаци тӳлесси пирки йĕркене йышăнса çирĕплетнĕ. 

 Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн,  федераци тата регионти пулăшăва илекен Чăваш Енри çынсен троллейбуспа тата хуласем хушшипе  иртекен автобуссемпе усă курнăшăн билет хакĕн пĕр пайне саплаштарма ирĕк парать.  

Укçа компенсацине кварталта пĕр хутчен, билет хакĕнчен 20 процентне тӳлеме йышăннă, анчах та çакна палăртмалла, 150 тенкĕрен ытлашши пулмалла мар.  Çынсен хăйсем льготăпа усă курни çинчен халăха социаллă пулăшу паракан Центртан ятарлă çирĕплетӳ ĕç хутне илмелле.

  Чăваш Республикинчи Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çак пулăшăва квартал пĕтнĕ хыççăн, çитес уйăхра малтанхи 15 кун хушшинче халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пайра, кашни çын хăй пурăнакан территоринче, ĕçе пĕтĕмпех йĕркелесе çитермелле.

 «Кун пек çирĕп йĕрке туни – халăха транспортпа илсе çӳретекенсене спекуляци тăвассинчен пăрать. Ахăртнех вĕсем пĕрмай льгота пур çынсем имĕш, вĕсене тупăш илме чăрмантараççĕ тенине илтме пулать. Кунта ыйтăва тĕпрен пăхас пулсан, укçана транспорт компанийĕсене куçарса памаççĕ, тӳрремĕнех льготă пур çынсене тивĕçтереççĕ. Кун пек чухне халăха илсе çӳретекен транспорт хуçисем уйрăм çысене улталаймĕç», - тенĕ Чăваш Республикин премьер-мнистрĕ Иван Моторин.



28 декабря 2016
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter