Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Çăлавçăсен уявне халалланă пулăма пухăннисене саламланă

 Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ятĕнчен Çăлавçăсене халалланă пулăма пухăннисене саламланă.

 Мероприятине РФ МЧСĕн Чăваш Енри уйрăмĕн тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов уçнă.  Чăваш Республикинчи гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе майсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен  сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн кăтартăвĕсем пирки каласа хăварнă, министерствăн ӳсĕмлĕ тапхăрĕсем çинчен чарăнса тăнă.  «2016-мĕш çулта пĕтĕмпе Чăваш Енри палăртнă служба тĕрлĕ инкексем тухнă пулăма пĕтĕмпе икĕ пин хутчен тухса кĕнĕ.    Çаксем пĕтĕмпех инкексемпе çыхăннă. Вĕсем: пушарсем, автомашина аварийĕсем, шыври инкексем. 800 ытла çын пурнăçне тĕрлĕ инкексенчен çăлса хăварнă, халăхăн пурлăхне 600 млн тенкĕлĕх упраса хăварнă. Çаксем пĕтĕмпех пурсăмăр та пĕрле тухăçлă ĕçленипе пулса пынă», - тенĕ Станислав Антонов.

Мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев професси уявĕпе саламланă май, çапла каланă: «Хăюллă та яваплă тата чун хавалĕпе вăйлă, ыттисене çăлассишĕн хăйсен пурнăçне пама хатĕр çынсен уявĕ. Пирĕн çăлавçăсен пысăк шайри професси ăсталăхĕ çинчен республикăра кăна мар, регион тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ», - тенĕ вăл. Республикăри районсемпе хуласенче çăлавçăсен станцийĕсем ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртнă, вăл е ку вырăнта инкек пулнине пĕлтерекен хыпара илсенех çăлавçăсене çакнашкал вырăна вăхăтра çитме пулăшнине каланă вăл.

Мероприятире яланхиллех, хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Çак кун уява пухăннисене çакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн  Председателĕ Валерий Филимонов саламланă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.

Фоторепортаж

 



28 декабря 2016
06:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter